"Хула тулашӗнче, уҫӑ пӗлӗт айӗнче, уҫӑ сывлӑшра, ялта пурăнни - ҫӗр ҫинчи телейӗн пӗрремӗш условийӗ".Л. Толстой
Эпĕ - Максим Степанов, Шупашкар районне кĕрекен Шуркасси ялĕнче пурăнатăп. Паллах, ку вырăна эпĕ хам суйласа илмен, кунта манăн анне çуралса ÿснĕ. Атте-аннене те, Тăван çĕршыва та эпир суйламастпăр, вĕсем пĕртен-пĕрре, ĕмĕрлĕхе. Апла пулсан, тăван кил,тăван ял кашни çыншăн чи сăваплă вырăн.Епле ăна юратмăн-ха?
Ачалăх – чи телейлĕ вăхăт, çапла калаççĕ аслисем. Эпир, ачасем, хамăр телейлĕ пулнине сисместпĕр-ха, ун çинчен шутламастпăр. Телейлĕ-ши эпĕ?
Ирхине тăратăп та чÿречерен пăхатăп: анне лартнă чечексем саламлаççĕ мана. Картшире асанне сасси янрать, выльăхсемпе калаçать-ха вăл. Чунра лăпкă, çывăрмаллаччĕ-ха, анчах часах йăмăкпа шкула каймалла. Пире шкул автобусĕ ял хапхинче кĕтет, васкас пулать.
Шкулта - юлташсем, кăмăллă вĕрентекенсем, уроксем, вăйă-кулă, тутлă апат. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Акă яла та вĕçтерсе çитрĕмĕр, утатпăр сарлака урампа, тĕттĕмлениччен вăхăтпа усă курса юлмалла-ха, мĕн тăватпăр-ха паян? Эх, çумăрĕ чарăнмасть, юрать, интернет пур. Каçалапа физкультура учителĕ шкула чĕннĕччĕ-ха тата, йăмăк ăмăртăва хатĕрленет, каяс пуль пĕрле. Уроксем те тумалла.
Каç пулсан ывăннипе минтер çине пуçа хурсанах çывăрса кайнă. Телей пирки шутлама та манса кайнă. Телейлĕ-ши эпĕ?
Çутă тÿпене кашни кунах куратăп, хĕвел тухнипе анса ларнине сехечĕпех сăнама пултаратăп, çут çанталăк илемĕ чÿречерен шаккать. Ял урамĕ такăр, юнашар тарават çынсем пурăннаран шанчăклăн туятăн. Пÿртре газ çуннипе кăна ăшă мар – юнашар юратнă çынсем пулнипе. Мĕн кирлĕ-ши тата? Анне телейлĕ пултăрччĕ!
«Жизнь вне города, под открытым небом, при свежем воздухе, в деревне – вот первое условие земного счастья».Л.Толстой
Я Максим Степанов, живу в деревне Шоркасы Чебоксарского района. Конечно, это место я выбрал не сам, здесь родилась и выросла моя мама. Родителей и Родину мы не выбираем, они одни, навсегда. Значит, родной дом, родная деревня - самое святое место для каждого человека. Как же его не любить?
Детство-самое счастливое время, так говорят взрослые. Мы, ребята, не задумываемся о том, счастливы ли мы. А на самом деле, счастлив ли я?
Утром встаю и смотрю в окно: цветы, посаженные мамой, приветствуют меня. Во дворе слышен бабушкин голос, провожает корову в стадо. На душе у меня спокойно, надо бы поспать, но пора с сестрой идти в школу. Нас ждет школьный автобус у ворот деревни, надо спешить.
В школе - друзья, отзывчивые учителя, уроки, игры, вкусная еда. Время летит незаметно. Вот и доехали домой, идем по широкой улице, гадая, чем нам заняться до темноты ? Эх, дождь не прекращается, хорошо, что есть интернет. А еще учитель физкультуры приглашал вечером в школу на занятия, сестра готовится к соревнованиям, наверное, пойдем вместе. И уроки надо делать.
Вечером как положил голову на подушку, так и заснул, забыл подумать о счастье. Счастлив ли я?
Каждый день вижу светлое небо, часами могу наблюдать восход и закат солнца, а красота природы стучится в окно. Преимущество деревенских улиц в том, что рядом живут люди готовые помочь тебе. В доме тепло не только от газа – рядом любимые люди. Что еще нужно? Была бы только мама счастлива!
https://vk.com/video-101490572_456239588