Ĕç çыннин çулталăкне пуçларăмăр

Ĕç çыннин çулталăкне пуçласа Л.В. Пучков ячĕллĕ Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекен ачасем тĕрлĕ пррфесси пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрĕç. Çĕр çинче тем тĕрлĕ ĕç те пур. Улттăмĕшсем кашни ачан шкул саккинченех чуна килĕшекен профессие алла илме хатĕрленсе тăван халăхшăн юрахлă çын пулса ÿсмеллине палăртрĕç . Çавна май ачасене Николаева А. М. класс ертÿçи мĕн ачаран ĕçе юратса тумаллине, унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каласа пачĕ. Иван Яковлевич Яковлев Вĕрентекенĕмĕр хайĕн халалĕнче «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă… Юратса  тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать…»-- тенин пĕлтерĕшне ăнланса ачасем килте « Ман пулас професси» темăпа сочинении çырма палăртрĕç.