Аннесен уявне чăвашла

Аннесене уявпа саламласси йалана кĕнĕ пирĕн шкулта. 6 класс ачисем юратнă амăшĕсене уяв концерчĕпе саламларĕ.Шкулăн актăвăй залĕнче ларма-тăма вырăн пулмарĕ. Унта ачасемпе пĕрлех вĕсен амăшĕсем те уява пухăнчĕç. 6 класра вĕренекенсем концерта чăваш челхипе литература учителĕ А. М . Николаева, музыка вĕрентекен Н.А. Андреев тăрăшнипе пĕтĕмпех чăвашла хатĕрлени хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Вĕсем амăшĕсене тăван чĕлхепе юрласа-ташласа, сăвăсем каласа, шÿтлĕ сценкăсем лартса парса савăнтарчĕç. Куракансем концертпа кăмăллă юлчĕç.