Чăваш республикинче К. В. Иванов, Раççейре Литература çулталăкĕ пулнă май, Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ăс пухакансем çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем туса ирттерчĕç. Ачасем чăваш чĕлхи эрнинче пĕр кун шкулĕпех наци костюмне тăханса килни чун-чĕрепе чăн-чăн чăвашсем пулнине туйса илме пулăшни, К. В Ивановăн «Нарспи» поэмине, ытти хайлавĕсене илемлĕ вулани, хайлавсем тăрăх ÿкерчĕксем туни тата тĕрлĕ пулăмсем асра юласса шанас килет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 6 класра вĕренекен Софья Сазонова А. Николаева чаплă поэтăмăра халалласа çырнă сăввине вуласа республика шайĕнче ирттернĕ конкурсра 2 вырăн çĕнсе илни те ачасене хавхалантарчĕ. Çак кунсенче 6 класри Карина Жучкова çÿлерех асăннă авторăн сăввине кĕçĕн классем умĕнче тата ашшĕ-амăшсен пухăвĕнче вуласа парса савантарчĕ. Шкул ачисем А. М. Николаева вĕрентекен ертсе пынипе асăннă çулталăка тивĕçлĕ вĕçлеме шанса тараççĕ.