Ашшĕ-амăшсен черетлĕ пухавĕ

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 1 черĕк хыçсăн ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ пулчĕ. Пуху умĕн 6 класра вĕренекен Карина Жучкова К. В Иванова çулталăкне, чаплă поэта халалланă сăвва вуласа пачĕ. Ун хыçсăн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен А. М. Николаева тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен каларĕ, ашшĕ-амăшĕсене ачисемпе тăван чĕлхепех калаçмаллине аса илтерчĕ.  Пухура  шкул директорĕ И. К. Гаврилова, çаван пекех Т. Г. Пучкарёва, Т.П. Малышкина, В. П. Савельев вĕрентекенсем тĕрлĕ  ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç, ачасен пуласлăхĕ, вĕренĕвĕ, апатланавĕ пирки кирлĕ йышăнусем туса хăварчĕç.