Интернет конкурс тата олимпиада

 Иртнĕ кунсенче мĕн пур чăваш ачисен 7-9 классем хушшинче  Интернет олимпиада иртрĕ. Унта пурĕ 1200 ача хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсен йышĕнче Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ачасем те пур. Ачасем йышла хутшăнни тăван чĕлхе сумлăхне, унăн пĕлтерĕшĕ  ÿсни çинчен калать.

2015 çулхи чÿк уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче К. В. Иванов çуралнăранпа 125 çул, Н. И. Ашмарин çуралнăранпа 145 çул çитнине халалласа республика шайĕнче « Чăваш чĕлхипе литературин веренÿ содержанийĕ» («Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем») Интернет конкурс иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 141 учитель хутшаннă. Чарашкассинчи пĕтемĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти А.М. Николаева та асаннă конкурсра хутшанчĕ,  призлă вырăн йышанма 2 балл çитеймен пулин те асăнна конкурс вĕрентекене те, унăн вĕренекенĕсене те малалла антăлса еçлеме хавхалантарать