16. 09. 2013. Чăваш литературине, культурине аталантарма пуçлакансенчен -- пĕри Иоаким –Степанович Максимов Кошкинский. Вăл çуралнăранпа авăнăн 14-мĕшĕнче 120 çул çитрĕ. И.С. Максимов- Кошкинский чăвашсен малтанхи актёрĕ, режиссёрĕ, чăваш театрне, киноне пуçарса яраканĕ, паллă драматург, тăлмачă… Пултаруллă та талантлине кура ăна халăх хисепленĕ, унран вĕренмелли чылай пулнă. Унăн ăсталăхĕ паянхи çамрăксем те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç Чăрăшкасси шкулĕн саккăрмĕшĕсем тăван литература урокĕнче.
Авăн сумлă юбилярсемпе пуян. Паянхи кун шăп пĕр ĕмĕр каялла чăвашсен паллă çыравçи Мĕтри Кипек çуралнă. Ачасем унăн «Кайăк тусĕ» романне аса илчĕç. Хайлаври тĕп шухăш -- çут çанталăка сыхласси, ăна упрасси. Çакă ыйту паянхи кун та çивĕч пулнине палăртса хăварчĕç вĕренекенсем.