«Ылтăн пучахри» пĕрчĕсем

                                    «Ылтăн пучахри» пĕрчĕсем

13.09. 2013.Кÿкеçри ачасен музыка шкулĕнче ĕçлекен Фёдоров В.Г. талантлă педагог кăна мар,  пултаруллă композитор та. Вăл çырнă юрăсене халăх юратсах юрлать. Вăл аслисем валли те, ачасем валли те хайлать.Чаплă баянист Шупашкар районĕн гимнĕн авторĕ те. Фёдоров В.Г. юрăсен черетлĕ пуххине пичетлесе кăларни шкулсемпе культура çурчĕсенче ĕçлекенсене пысăк пулăшу пама тивĕç. Кĕнеке ячĕ- «Ылтăн пучах». Юрăсене ытларах Н. Силпи сăвçпа çырнă. Калас пулать, юрăсен пуххинче Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ĕçлекен Николаева А.М. сăввипе те темиçе юрă кĕтнĕ. Вĕренекенсем кĕнекене тишкерчĕç, пысăк хак пачĕç.