«Ырă кун пултăр!»
13. 09. 2013. Çапла пуçлаççĕ чăваш чĕлхипе литература урокне Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкулта. Тăван чĕлхене юратасси чăвашла сывлăх суннинчен те килет тесе шутлаççĕ кунти вĕренекенсем. Чăваш чĕлхине тарăнрах вĕрентес тĕллевпе çулсеренех йăлана кĕнĕ тăрăх вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче шкул адинистрацийĕ тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерет. Ĕçе шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Пучкарёва Т. Г. ертсе пырать. Тĕрĕслев ĕçĕсем ачасен вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче тата вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче пĕлÿ шайне тĕрĕс хак пама пулăшать, чăваш чĕлхин сумне çĕклет, йăнăшсене пĕтĕмлетсе тишкерÿ туни тăван чĕлхене тарăнрах вĕренме пулăшать. Урок вĕçленсен ачасем Николаева А.М. вĕрентекенпе: «Тавтапуç урокшăн. Тепре тĕл пуличчен!»-тесе сыв пуллашни чĕлхе пуласлăхĕ çине шанчăкпа пăхма хавхалантарать.