Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсем ачасене пур енлĕ воспитани пама тăрăшаççĕ. Тăван çĕр-шыва юратас, хисеплес туйăма аталантарссипе пĕрлех çут çанталăка упрассине те мала хурать кунти педагогика коллективĕ. Патриотизм тата экологи воспитанийĕ ачасене ырă кăмăллă пулма, тăван тавралăха юратма, упрама та вĕрентет.