Компьютерпа çĕнĕ технологисен саманинче ачасен вулас, илемлĕ литературăпа кăсăкланас туртăм чылай чакни никамшăн та вăрттăнлăх мар.Çак кăлтăка кăштах та пулин сирес тĕллевпе Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисем вĕрентекенсем ертсе пынипе шкул тата ял вулавăшĕсенче пулма тăрăшаççĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Николаева А.М. ачасене вĕренÿ пÿлĕмĕн вулавăшĕпе те кулленех паллаштарать. Чăваш чĕлхи кабинетĕнче ачасем хăйсем йĕркеленĕ вулавăш пур. Ачасене унта урокра та, тăхтавра та илемлĕ литературăпа паллашма питĕ меллĕ.