Кĕсье телефонĕ çинчен
Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5-мĕш класс ертÿçи Николаева А.М. ачасене кĕсье телефонĕн сиенĕ та та усси çинчен «Кирлех-ши пире телефон?» темăпа калаçу ирттерчĕ. Вĕрентекен малтан ачасене кĕсье телефонĕн историне каласа пачĕ, кайран тĕрлĕ фактсем илсе кăтартрĕ. Тĕслĕхрен, Алан Прис учёнăй 10-11 çулхи ачасене çур сехетлĕх телефонпа усă курма панă. Ачасен пĕр ушкăнĕ телефонсене сÿнтернĕ, ыттисем калаçнă. Учёнăйĕн нейрофизиологи тесчĕ тăрăх, телефонпа усă курнă ачасен реакцийĕ пĕчĕк, вĕсем тимсĕр, вĕренес пултарулăхĕ сахал. 5-мĕшсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: телефонпа питĕ кирлĕ чух кăна усă курмалла, шкула илсе килмелле мар