Çамрăксен театрĕ – 80 çулта

03. 04. 2013. Ака уйăхĕ паллă датăсемпе пуян.  Ача –пăча  кĕнекин кунне уявланисĕр пуçне (акан 2-мĕшĕнче) Чăваш патшалăх  Çамрăксен театрĕ 80 çул тултарнине паллă тума вăхăт çитрĕ. Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-мĕш класра  ăс пухакансем театр кун-çулĕпе, аталанăвĕпе паллашрĕç, аслă ăрури тата паян театр сценине парăнтаракан артистсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе кăсăкланчĕç.  Çĕнĕ репертуарпа паллашнă хыççăн çитес вăхăтра спектакль курма кайма палăртрĕç.