Кĕнеке— пĕлÿ çăлкуçĕ
Ачасен вулас туртăмне чакарас мар, ăна çĕклес тесе Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ачасем тăван литература урокĕнче те, уроксем хыççăн та илемлĕ литературăпа кăсăкланаççĕ. Николаева А.М. ертсе пынипе 8-мĕш класс ачисем Сергей Павловăн «Тан таппи», Александр Аслутăн «Çырла пиçнĕ вăхăтра», Георгий Красновăн «Кавар», Василий Петровăн «Венчет çĕрри», Нелли Петровская «Хура ангел», Иван Тенюшевăн «Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç» кĕнекисемпе паллашрĕç, тишкерÿ турĕç.