Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем халăх йăли-йĕркисене, уявĕсене пĕлес, уявлас тесе тăрăшаççĕ. Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Николаева А.М. 7-мĕш класс ачисене çăварни уявĕн йĕркисене, сăмахлăхне аса илтерчĕ. Ачасем çавăн пекех çăварни икерчин тĕрлĕ рецепчĕсемпе паллашрĕç. Хĕл иртнишĕн савăнса, çуркуннене саламласа ачасем аслисемпе улăм катемпи тума, илемлетнĕ лашасемпе катаччи чупма, эрнене хаваслă ăсатма палăртрĕç.