105 çул тĕлне.

Паян, пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Патăрьел ен паттăрĕ, чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ, поэчĕ, тăлмачи Василий Егорович Митта çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Мĕн пур чăваш халăхĕ пекех, Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисем те паллă турĕç.  5-мĕш класс ачисем чăваш литература вĕрентекен Николаева А.М. ертсе пынипе Митта Ваçлейĕн кун-çулне аса илчĕç, унăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисене илемлĕ вуларĕç. Ачасем «Атăл юрри», «Сиктермерĕн мана кĕленче  сăпкара», «Атăл çинче», «Кĕрхи илем»  сăввисене уйрăмах пысăк туйăмпа, хавхаланупа шăрантарчĕç.