Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсем чăвашсен писатель-драматургĕ, скульпторĕ, графикĕ Г. Д. Харлампьев çуралнăранпа (нарăсăн 25-мĕшĕ) 100 çул çитнĕ тĕле шырав урок ирттерчĕç. Ачасем библиотекăра çыравçăн тĕрлĕ жанрлă хайлавĕсемпе паллашрĕç, нумай енлĕ пултарулăхне тишкерчĕç. «Тăрна ташши» произведение тишкерÿллĕ вулав тума палăртрĕç.