«Пурнăç—чи хакли!»
Çак девизпа килĕшÿллĕн Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5-мĕш класс ачисем Николаева А.М. класс ертÿçи ертсе пынипе тĕрлĕ мероприятисем туса ирттереççĕ.Уроксем хыççăн тĕрлĕ инкек-синкек пуласран сыхланма, урамра, çул çинче, килте йывăрлăхсем сиксе тухсан мĕнлерех пулмалли çинчен сÿтсе яврĕç, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕç. «Урамра хурахсем тапăнасран», «Маньяксем ан тапăннччăр тесен», «Эрех-сăрапа наркотиксем-пирĕн тăшмансем», «Сывă пурнăç йĕрки», «Гриппа чирлес мар тесен», «Пушартан сыхланăр» темăсемпе диспут, вăйă-урок ирттерчĕç, чăваш чĕлхи урокĕсенче çыру ĕçĕсем çырчĕç, кĕске сăвăсем хайларĕç, ÿкерчĕксен куравне тума палăртрĕç.