Тачă çыхăнура

Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5-мĕш класс ертÿçи Николаева А.М. ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытас, ачасен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе тĕрлĕ мелсемпе, меслетсемпе усă курать. Ашшĕ-амăшĕсем кулленех ачасен пĕлĕвне тишкереççĕ, тĕрĕслеççĕ, учительсемпе  канашлаççĕ. Класри ашшĕ-амăшсен комитечĕн председателĕ Афанасьева Е.В. сĕннипе ачасене килте чăвашла диктантсем çыртарас терĕç. Ку мел ачасен пĕлĕвне тĕрĕс хак пама, пĕлÿ шайне ÿстерме,  тăван чĕлхене тарăнрах вĕренме, ачисемпе аслисен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме май парать.