Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5-мĕшсем класс ертÿçи тата чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Николаева А.М. ертсе пынипе республикăри чăваш ачисемпе çамрăкĕсен «Тантăш» хаçата эрнесеренех тишкереççĕ, сÿтсе яваççĕ. Ачасем хăйсем те заметкăсем çырма хăнăхса пыраççĕ. Юлашки номерсенче «Çивĕч перо»--çамрăк ачакорсен шкулĕ » страницăра шкулти çĕнĕ хыпарсем çинчен Юлия Никифорова, Саша Павлов, Максим Кузьмин, Ваня Толстов, Володя Серебряков çырнă заметкăсене республикипех вуласа паллашĕç.