Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7-мĕш класри ачасем тăван литература урокĕнче Юрий Скворцов çырнă «Ултăк» хайлава вуланă хыççăн тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕç: атте- аннене манмалла маррине, тăван кил ăшшине упрамаллине палăртса хăварчĕç. «Амăшĕ пĕччен юлнишĕн кам айăплă?» темăпа диспут ирттерчĕç.Вуланине лайăхрах ăнланма, сăнарлăрах тума Кăшавăш шкулĕнчи Майков Е. А. вĕрентнкенĕн презентацийĕ пулăшрĕ. Юлашкинчен ачасем Николаева А. М. ертсе пынипе «Ултăк юрри улшăнать» ятлă сочинени çырчĕç.