«Чěкеçсем» вěçевре

Чăрăшкассинчи пěтĕмĕшле пěлÿ паракан вăтам шкул ачисем чăваш чĕлхине тарăнрах тĕпчес, ытларах пĕлес тĕллевпе мĕн пур чăваш ачисен «Чĕвĕлти чĕкеç -2013» вăйă-конкурса хаваспах хутшăнчĕç. Вăййа пурĕ 58 ача хутшăнма кăмăл турĕ. «Чĕкеççĕсем» ака уйăхне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, çĕнтерÿçĕсем пуласса шанаççĕ. Вăйă Николаева А. М. ертсе пынипе итрĕ.