«Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан» МБВУра 6-мĕш класра ăс пухакан ачасем чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Николаева А.М. ертсе пынипе чăвашсен паллă çыравçи , ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çыравçă, драматург Мария Ухсай çуралнăранпа 105 çул çитнĕ ятпа çыравçа халалласа урок ирттерчĕç. Ачасем унăн пултарулăхне тĕплĕн тишкерчĕç. Вăл çырнă хайлавсене тепĕр хут аса илчĕç. Пухнă материал тăрăх презентаци тума палăртрĕç.