Чăваш чĕлхи — пирĕн пуласлăх. Ачасене чăвашла тĕрĕс калаçма, хутшăнма вĕрентесси, чăваш халăх историпе культурине хисеплеме хăнăхтарасси, вĕсенче чăваш чунне аталантарасси — пирĕн тивĕç. Ку енĕпе эпир нумай ĕç тума тăрашатпăр. Чăваш чĕлхи эрни иртнĕ май, ака уйăхĕн 19- мĕшĕнче 4- мĕш класра Семёнова Т. тата Матвеева М.(7-мĕш класра вĕренекенсем) «Тăван чĕлхе - пĕлÿ çăл куçĕ» темăпа КВН ирттерчĕç. КВН ачасене питĕ килĕшрĕ, ачасем кăмăллă юлчĕç.